Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗ

Хулара Юсаса ҫӗнетсен Хусанкай ячӗллӗ культура ҫурчӗ ҫакӑн пек пулмалла
Юсаса ҫӗнетсен Хусанкай ячӗллӗ культура ҫурчӗ ҫакӑн пек пулмалла

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра харӑсах икӗ культура ҫуртне юсаса ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Тулаш тата шалаш енчен илемлетнипе пӗрлех вӗсене пысӑклатӗҫ.

Республикӑн тӗп хулин архитектурӑпа хула тӑвӑм управленийӗ культура учрежденийӗсене сармалли проектсене пӑхса тухса «Салают» тата Хусанкай ячӗллӗ культура ҫурчӗсене пысӑклатма йышӑннӑ. «Салют» калӑпӑшӗ 3 800 тӑваткал метр чухлӗ сарӑлӗ. Хусанкай ячӗллин — 5300 тӑваткал метр.

Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртне картиш еннелле пысӑклатӗҫ. Ҫак тӗллевпе ун ҫумне виҫӗ хутлӑ хушма ҫурт хӑпартса лартӗҫ. Ҫӗнӗ лаптӑка хореографи пӳлӗмӗсене тата унта ӗҫлекенсене ӗҫ пӳлӗмӗсем туса пама шухӑшлаҫҫӗ иккен. Курав залӗн калӑпӑшӗ те сарӑлӗ те ним мар пин ҫынна вырнаҫтарма май килӗ. «Салюта» вара урам енчен пысӑклатмалла. Унта та курав залӗ пин ҫын таран вырнаҫмалӑх сарӑлӗ. Унсӑр пуҫне ӑна ҫак культура учрежденине тӑватӑ хутлӑ тӑвӗҫ.

Сӑмах май, Трактор тӑвакансен культура керменӗ юсав списокне кӗмен курӑнать. Унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ хӗсӗнсе ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1607.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 28

1927
99
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
72
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
60
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
40
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
36
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ